| 4113 | Камӑн тӳрӗ кӑмӑл, ӑна ялан ҫӑмӑл. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4344 | Каҫхи шухӑш ҫине чӑх сысать. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4114 | Кашнин хӑйӗн кӑмӑлӗ теҫҫӗ. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4345 | Каялла-малалла шухӑшласан вилӗ-чӗр куҫа курӑннӑ. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4115 | Кӑвакарнӑ чун кӑвакарчӑн каяшне те тӑмасть. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4116 | Кӑмӑл вылянӑ хыҫҫӑн ан кай. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4118 | Кӑмӑл килен пӗр турам, кӑмӑл юлан ҫӗр турам. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4119 | Кӑмӑл пӗрре сивӗнсен кӑмака ҫинче ӑшӑтаймӑн. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4122 | Кӑмӑла ирӗк парсан тытса чараймӑн. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4123 | Кӑмӑла пысӑк тытсассӑн кӑмӑла ҫил те хуса ҫитес ҫук. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4124 | Кӑмӑла хиреҫ кӑмӑл. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4126 | Кӑмӑллӑ ҫыншӑн пур ҫӗрте те вырӑн пур, ҫилӗллӗ ҫыншӑн пур ҫӗрте те тӑвар. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4127 | Кӑмӑлсӑр ҫыннӑн ӑшӗ тулнӑ. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4347 | Кӗриччен малтан ӑҫтан тухмаллине асӑрха. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4128 | Кунпа кун та пӗр пек мар, чунпа чун та пӗр пек мар. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4348 | Куҫӗсем йӗри-тавра, шухӑшӗ пуҫ тавра. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4349 | Кучӗ пуррин ӗмӗчӗ пур. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4350 | Лайӑх ӗмӗт ӗмӗт хальлӗн ан юлтӑр. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4351 | Лайӑхран лайӑха ӗмӗтлен. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4352 | Малтан ӗмӗтленсен кайран типсе юлас пулать. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4353 | Мӗн тусан мӗн пулассине малтан шухӑшлаҫҫӗ. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4260 | Мӗн чул ырӑ курни те ҫывӑрни анчах. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
| 4261 | Нумай ҫывӑракан нумаях пурнӑҫ пурӑнас ҫук. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
| 4262 | Нумай ҫывӑрман ҫын нумай пурӑнать. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
| 4354 | Нумай шухӑшлакан час ватӑлнӑ. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4355 | Нумая ӗмӗтленекен сахала ҫухатнӑ. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4356 | Пӑшалсӑр, вӗшлесӗр мулкачӑ тытма ан ӗмӗтлен, ӗҫлесе ҫӑккӑр ҫиме ӗмӗтлен теҫҫӗ. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4129 | Пӗвӗмӗрсем ыр ҫын умӗнче, чунӑмӑрсем Туррӑн аллинче. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4130 | Пӗр турамран этемӗн кӑмӑлӗ юлать. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4357 | Пӗчӗккине ярса пысӑккине ан ӗмӗтлен. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4131 | Питри чипер пӗтет, ӑшри ӗмӗре пырать. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4132 | Пӳрнен те чунӗ пур, ыраттарсан вӑл та ыратать. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4133 | Пыр тутла юратать, чун канне юратать. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4358 | Пысӑка ӗмӗтленекен ҫыннӑн пӗчӗкки та ҫухалать. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4359 | Пысӑка ӗмӗтленекен хутаҫ ҫакса урам тӑрӑх кайнӑ. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4263 | Сивӗпе ыйӑх пӗр канашлӑ тет. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
| 4360 | Ҫаврап-ҫаврап теекен ҫич ҫулта та ҫаврайман тет. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4264 | Ҫӑмӑл ыйӑхлӑ ҫын ҫӑматӑ тупнӑ. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
| 4361 | Ҫӗр хут уйла, пин хут суйла теҫҫӗ. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4265 | Ҫур ӗмӗр ыйӑхпа супсах иртсе каять теҫҫӗ. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
| 4362 | Ҫӳҫ шухӑшпа шуралать, сӑн хуйхӑпа шуралать. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4267 | Ҫывӑракан йытӑ никама та ҫыртмасть. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
| 4268 | Ҫывӑракан ҫын вилӗмӗ пуҫ вӗҫӗнче тӑрать. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
| 4266 | Ҫывӑракан ыйхи аякран чукун ҫулпа килет теҫҫӗ. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
| 4269 | Ҫывӑрмасан йытӑ та тӑватӑ кунтан вилет. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
| 4270 | Ҫывӑрнӑҫем ҫывӑрас килет. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
| 4271 | Ҫывӑрса тӑрсан салтака та ӑс кӗрет. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
| 4134 | Ҫын ӑшне кӗрсе тухмалла мар. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4135 | Ҫын ӑшне тавӑрса пӑхма кӗрӗк ҫанни мар. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4136 | Ҫын кӑмӑлӗ арча мар, часах уҫса пӑхма ҫук. | Чун — Ӳт-пӳ |